Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.
Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ.
Сӑнсем (26)
Вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Афган вӑрҫине пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 5 692 ҫын хутшӑннӑ, 176-шӗ аманнӑ, 117-шӗ вилнӗ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Афганистан тата Чечен вӑрҫине 100 ытла ҫамрӑк каччӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ: Геннадий Ивановпа Юрий Макаров Афган вӑрҫинче, Валериан Быковпа Сергей Эзенкин Чечен вӑрҫинче. Ҫак районти Штанашри вӑтам шкултан 1981-мӗш шкулта вӗренсе тухнӑ Григорий Петрович Антонов (вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Полярная Звезда поселокра ҫуралнӑ) та Афган вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑ, ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, Штанашри шкул ҫурчӗ ҫинче ӑна асӑнса ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна тата ытти интернационалистсене асӑнса 5-мӗшсем ятарлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ, шкулта класс сехечӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Районта кӑҫалхипе 9-мӗш хут Афганистанра тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи юнлӑ хирӗҫтӑрусенче куҫ хупнисем ячӗпе патриотизмла юрӑсен «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят» (чӑв.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханта Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен обществӑлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.
Официаллӑ цифрӑсем вӑл вӑрҫӑра 15 051 совет салтакӗ вилнине пӗлтереҫҫӗ. 417 хыпарсӑр ҫухалнӑ е тыткӑна лекнӗ. Ҫӗмӗрле ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ Афган вӑрҫине лекнисенчен Иван Кириллов, Григорий Антонов, Владимир Маскин, Анатолий Максимов вилнӗ. Евгений Сергеев хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Ҫӗмӗрлери уйрӑм — республикӑра йӗркеленнӗ 17 уйрӑмран пӗри иккен. Ӑна 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ертӳҫӗ пулма малтанласа Ю.В. Кузьмин афганеца шаннӑ. Каярах ертӳҫӗ тивӗҫне С.Л. Калашников, Г.Л. Альцев, В.Г. Ефимов пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ушкӑн 30 ытла ҫынна пӗтӗҫтерет.
Шӑматкунхи отчетпа суйлав вӑхӑтӗнче Александр Горбунов кандидатурине пӗр саслӑн ырланӑ.
Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать.
Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн.
Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.
Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.
Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби.
Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ.
Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет.
Элӗк районӗнче театр ушкӑнӗсен фестиваль-конкурсӗ вӗҫленнӗ. Ӑна чӑваш музыка театрне йӗркеленӗ Борис Маркова асӑнса ирттернӗ.
Фестивале Вӑрнарти халӑх театрӗ Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана» спектаклӗпе пырса ҫитнӗ, красноармейскисем — В. Синичкинӑн «Салтак амӑшӗпе», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи серенкӑсем Н. Пономаревӑн «Эх, пурнӑҫ мыскарапа», Муркаш районӗнчи йӳҫкассисем Н. Сидоровӑн «Кантӑкран шаккарӗ хамӑр ял каччипе», Ҫӗмӗрле районӗнчи хутарсем А. Никитинӑн «Ҫӗнӗ ӗмӗрти хуняҫипе», Етӗрне районӗнчи асламассем У. Круккан «Ӑслӑ арӑмпа» пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман тесе хыпарлаҫҫӗ елӗксем. Ҫапах та жюри пӗрремӗш вырӑна йӳҫкассисене панӑ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи халӑх театрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — вӑрнарсем.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн 26 пин ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. листовертка) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ.
Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |